Чăваш халăх юрри – Вăрмана кĕнĕ чух (Çавал)

Исполнитель: Чăваш халăх юрри
Название: Вăрмана кĕнĕ чух (Çавал)

Текст песни

Опубликовано: Ольга Данилина

Вăрмана кĕнĕ чух шăхăрса кĕр
Сарă кайăк тăтăр савăнса.
Савни вăййа тухсан лăпкăн çÿре
Çĕнĕ хĕрÿ тăтăр сăнаса

Манас çук пирвайхи юратăва
Манас çук пирвайхи каçсене.
Пирвайхи юрату аса килсен
Ик куçăмран куççуль тăкăнать.

Сад пахчи, сад пахчи, сад турачĕ
Сад турачĕ çине ан ларăр.
Кăмăлăра кайсан, чунăр савсан
Çын сăмахĕ хыççăн ан кайăр.

Сад пахчи, сад пахчи куçăм тулли
Сад пахчине кĕмен çын пур-ши?
Хĕрлĕ çырли пиçсе çитсессĕн
Ăна татса çимен çын пур-ши?
Ачаран выляса, пĕрле ÿссен
Уйрăлнă чух йĕмен çын пур-ши?

Хĕрлĕ çырлийĕсем пиçсессĕн те
Хура çырли часах пиçес çук.
Савни, эсĕ мана мансассăн та
Эпĕ сана часах манас çук.
[ Показать весь текст ]
Поделись текстом в соц сетях:

Подпишись на нашу группу

и слушай классную музыку каждый день
Права на тексты песен, а также их переводы принадлежат их авторам. Все тексты и их переводы представлены исключительно для ознакомления.